куравăш - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Курав, выставка. Вырăс литературин çуртĕнче А.Онегин коллекцийĕн тулли куравăшĕ уçăлнă. Х-р, 13.03.1996, 4 с. Куравăшра «Раççей» ятлă лазер компакт-дискăн презентацийĕ пулса иртнĕ. Х-р, 15.02.1996, 3 с. Выставка-куравăш пек вăхăтлăха мар, яланлăха кăтартса тăмалла пулать вăл [музей]. Хв. Уяр //Х-р, 5.01.1997, 3 с.