куçăмсăр - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.п. е КУÇĂН МАР, ç.я. Тапхăрăн вĕренме çӳремелли; заочно, кĕретсĕр (туп.). — куçăн мар мелпе вĕрен (ÇХ, 24.04.1998, 6 с.); куçăн мар майпа вĕрен (Х-р, 30.05.1998, 4 с.); куçăмсăр вĕрен (Т-ш, 12.06.1991, 6 с.; ПЧЕ, 2001, 4 /, 3 с.); — куçăн мар уйрăм (ÇХ, 15.05.1998, 7 с.; АМХ, 2000, 8—10 /, 4 с.; Х-р, 20.10.2000, 4 с.); куçăн мар шкул, куçăмсăр вĕрентекен шкул (Т-ш, 12.06.1991, 6 с.); куçăмсăр шкул (Т-ш, 19.03.1998, 3 с.; Т-ш, 1999, 13 /, 3 с.).