кӳлепеçĕ - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Йăваласа, чутласа е урăхла хайласа кĕлетке-кӳлепе ăсталакан ӳнерçĕ (туп.); скульптор, шепсутçă (туп.). Ӳкерӳçĕ, кӳлепеçĕ, çыравçă, ав, юрăçпала тăраççĕ. Х-р, 16.09.1992, 4 с. Чăвашсен паллă кӳлепеçисенчен (скульпторĕ-сенчен) И.Кудрявцев, Ю.Ксенофонтов ... ячĕсене палăртса хăварăпăр. ЧС, 1994, 8 кл, 7 с. Тен, кӳлепеçĕ çепĕç аллипе ... çемçе-çемçе тăма йăваласа ... ăна çапла хитре тума пултарнă. И.Чермаков //ÇХ, 30.04.1998, 5 с.