кӳршĕлен - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Пускил пул, юнашарлан, çума-çумăн вырнаç; кӳршĕ-аршă пул. Юрăсенче чăвашсем ... вырăссемпе кӳршĕленсен кун-çул улшăнни çинчен каланисем тĕл пулаççĕ. ЧХС, 1985, 6 т., 13 с. Тулай чăвашĕсем ... хăш халăхпа кӳршĕленни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Х-р, 7.10.1992, 3 с.~~