лавккаçă - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ч.с. 1. Лавккара ĕçлекен, магазинра сутă тăвакан çын; сутăç, сутуçă. Хăмăр куçлă хĕр лавккаçă... Каччă татăлмасть магазинран! А.Тимофеев, 1994, 45 с. Йысна юлташĕпе лавкка умĕнче тăрать... «Ма пулăшмастăн йыснуна.» — тет мана лавккаçă. Ç-т, 1999, 1—2 /, 59 с. Ачаранах лавккаçă пулма ĕмĕтленнĕ... Сутуçă пулатăп теттĕм. К-ш, 2000, 25 /, 1 с. 2. Лавкка-магазин тытакан çын; лавкка хуçи, усламçă. Шупашкарти пысăк лавккаçă, аслă пĕлӳллĕ çын, кĕнеке кăларсан мĕн чухлĕ услам пулассипе кăсăкланчĕ. Х-р, 5.09.1996, 3 с.