лаç - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.п. Пултарулăха аталантармалли, ăсталăха туптамалли вырăн; пĕр-пĕр ĕç хутлăхĕ. Пĕлетĕп, сӳнмĕ лаç — сатирăн çулăмлă лаççи. К-н, 1982, 17 /, 2 с. Ара, «Капкăн» вăл — кулăш лаççи-çке! К-н, 1987, 11 /, 6 с. Политика лаççинче мĕн хăтланнине ăнланакансем... ХС, 1999, 17 /, 3 с. Ăслăлăх лаççи сӳнмен-ха, вутне хурса тăракансем пур. Х-р, 28.04.2000, 2 с. — кадрсен «лаççи» (Х-р, 6.02.2003, 1 с.).