лăпкăлăх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.п. Хастарлăха çухатни; сӳрĕклĕх, мăранлăх. Шел, хăшĕ-пĕрисем ... лăпкăлăх тыткăнĕнчен тухасшăн мар курăнать. К-н, 1979, 18 /, 8 с. Мехколонна начальникĕ пулнă Г.Матвеев лăпкăлăх серепине кĕрсе ӳкнĕччĕ. К-н, 1985, 20 /, 9 с. Çын хăй мĕнле пурăннипе килĕшме пуçлать иккен, хăй çине лăпкăлăх чирне утлантарать. А.Емельянов, 1990, 219 с. — лăпкăлăх ытамне çаклан (Я-в, 1967, 7 /, 28 с.); лăпкăлăх тапхăрĕ (Х-р, 15.06.1993, 2 с.).