лăплану - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.в. Лăпланăç, лăпкăлăх; канăçлăх, канлĕх. Таса-лăх, лăплану, этем хисепĕ... П.Хусанкай, 1982, 260 с. Анчах этем ... лăпланупа çутă шанчăк кӳрсе тăракан асаилӳсене манмасть. П.Афа-насьев, 1985, 162 с. Упра — ăшри тӳлек сасса, лăпланăва. Г.Айхи, 1988, 63 с. Сыпам-ха, ман çук лăплану. К.Бельман, 1999, 61 с. — лăплану туйăмĕ (А.Игнатьев, 1978, 54 с.); «лăпланусăр» пурăн (ÇХ, 9.10.1998, 9 с.).