лĕпĕш - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.п. е каçхи лĔпĔш, çĔрлехи лĔпĔш, ç.я., эвф. Хăйĕн ӳтне сутакан хĕрарăм; аскăн майра, катăк йĕм. Пур пек укçи-тенкине эрех ĕçсе, табак туртса, картла выляса, хăйнешкел çăмăлттай «лĕпĕшсемпе» ашкăнса пĕтеретчĕ. Л.Маяксем //Х-р, 6.01.1998, 3 с. Купюрăсене чăштăртаттарса джентельмен ресторана пырса кĕнĕ. Хăлхашăн кăмăллă чăштăртатăва илтсе «каçхи лĕпĕш» вĕçсе килнĕ. ÇХ, 2001, 20 /, 4 с. Хăй çĕрĕпе «каçхи лĕпĕшпе» пĕрле пулнă. ЧХ, 2001, 29 /, 4 с. Тем курса ларăн тата, ара, «лĕпĕшĕ» вăйпах çыпçăнать. Ар, 2001, 22 /, 3 с. — çĕрлехи «лĕпĕш» (Х-р, 6.06.2000, 2 с.; Т-ш, 2001, 33 /, 10 с.).