лиçван - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Çемçе лăсăллă, çирĕп вулăллă, кĕркунне çаралакан йывăç; лиственница. Лиственница ячĕ чăвашла та пур, лиçван — Çĕпĕрти чăвашсем çапла калаççĕ. В.Митта //Я-в, 1955, 4 /, 30 с. Лиçвансем — чăн-чăн аристократ йывăçсем. Хв.Уяр, 1978, 25 с. Хыр-чăрăшпа пĕр тăван, вăрманта ӳсет лиçван. Ç-т, 2001, 5—6 /, 20 с. Лиçван лайăх авăнать, ... час çĕрмест. О.Алексеев, 2001, 41 с. — яштака лиçван (К.Турхан, 1961, 44 с.; Т-ш, 1993, 17 /, 3 с.).