маршрутка - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с., калаç. Маршрутлă такси. «Чувашия» ресторана мĕнле çитмелле... Унта маршруткăпа кайма пу-лать-и. Дегтярев, 1995, 77 с. Маршруткăра хĕрĕнкĕрех хĕрарăм янăраса пыни шухăша ячĕ. ÇХ, 2003, 2 /, 2 с. Юрать-ха маршруткăра çын нумаях пулман. Х-р, 19.03.2003, 1 с.