мегаполис - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Виçесĕр ӳссе кайнă хула; мăнттай хула. Мегаполиссен паянхи чи кăткăс ыйтăвĕ — апат-çимĕç ыйтăвĕ. Х-р, 16.09.1992, 2 с. Тĕпрен илсен, Питĕр, Мускав, Чулхула йышши мегаполиссенче ... сарăлнă пулнă вăл [наркомани]. ÇХ, 1998, 48 /, 3 с. Çынсенчен чылайăшĕ пысăк мегаполиссенче е орбитăри спутник-хуласенче пурăнĕ. Ар, 2001, 8 /, 3 с.