мехпарк - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Машинăсемпе механизмсене усрамалли тата юсамалли вырăн; механизациленĕ парк. Механизаторсем, авă, мехпаркран хăйсем тӳрĕ çул хывнă. К-н, 1981, 24 /, 10 с. Мехпарксенче трактористсем çуракисенче йăшнă ДТсене, беларуçсене юсаççĕ. Г.Краснов, 1985, 3 с. Мехпарк картишне трактор кустăрми пăрахнă, ун çине двигатель кăларса хунă. ХС, 1999, 15 /, 2 с.