мещенлĕх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Ăс-хакăл нишлĕхĕ; мещен йăли-сăлайĕ. Виçĕ уйăх пурăнтăмăр унпа, телефон юпи çумне хушса кăна кĕвĕçмерĕ. Ку вăл мещенлĕх. А.Емельянов, 1975, 97 с. Анна ултавçăсен çулне пӳлет, мещенлĕхе хирĕç тан мар çапăçăва тухать. ЧС, 1994, 9 кл., 352 с. Çеçпĕл хăй мещенлĕхе хирĕç кĕрешетĕп тесе шутланă. ÇХ, 1997, 50 /, 8 с. [К.Иванов режиссер] мещенлĕхе, вак-тĕвек харкашăва, эгоизма тӳсме пултарайман. Х-р, 9.01.2002, 4 с. — мещенлĕх кирĕкĕ (С.Шавлы //К-н, 1959, 11 /, 5 с.); мещенлĕх авăрĕ (Ю.Артемьев, 1980, 4 с.); мещенлĕх кăмăски (К-н, 1983, 19 /, 2 с.); мещенлĕх лачаки (Г.Федоров, 1996, 172 с.); мещенлĕх мăкĕ (Ю.Айдаш, 1991, 29 с.); мещенлĕх палли (ЧЛ, 1994, 11 кл., 224 с.); — ВЧС, 1971, 343 с.; ЧВС, 1961, 234 с.; Егоров, 1954, 115 с.