мини-футбол - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Сахалрах йышпа тата пĕчĕкрех уйра вылямалли футбол вăййи. «Волжанка» спортклубăн ... команди Одессăра мини-футболăн Пĕтĕм Союзри финалĕнче ăмăртнă. КЯ, 6.04.1990, 4 с. Раççей команди Европăн мини-футбол чемпионатĕнче выляма тивĕçлĕ пулнă. Т-ш, 1999, 2 /, 3 с. Чăваш Енре мала тухассишĕн мини-футбол чемпионачĕ пуçланнă. Х-р, 16.03.2000, 4 с. — мини-футбол турнирĕ (Х-р, 20.02.1996, 4 с.; Х-р, 18.03.1997, 4 с.); мини-футболла выля (Х-р, 15.08.2000. 4 с.).