минрев - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.в. Анăрани, анкă-минкĕленни, аптăрани; минтев, минкрев. Сывлăх тĕревĕ — ĕçре, чир минревĕ — ĕçкĕре. К-н, 1985, 21 /, 8 с. Вылять иртсе кайнин ултав минревĕ. Г.Ирхи, 1991, 56 с. Пире такам та таптать, çăрать, лӳчĕркет. Çав минреврех чĕрĕлетпĕр, чĕрĕлсех тăрас тесе тапкаланатпăр. Х-р, 6.06.1997, 2 с. — тăн минревĕ (ПВЧКС, 2000, 40 с.).