мисс - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.п. Илемлĕх е ăсталăх конкурсĕнче мала тухнă хĕр; пике. Нумаях пулмасть хĕрсем «Выл тăрăхĕнчи мисс — 98» ятне çĕнсе илессишĕн кĕрешнĕ. ÇХ, 1998, 22 /, 5 с. Шура Петрова «Тĕнче мисĕ» ята илме тăрăшрĕ ... «Хыпар» мисĕ» ята вара Е.Глухова тивĕçрĕ. ÇХ, 1999, 49 /, 2 с. Çулсерен çĕнĕрен те çĕнĕ миссем тупăнчĕç. ÇХ, 2000, 38 /, 4 с. «Пулăçă-мисс» — çичĕ çулта [Пуçелĕк]. Х-р, 2.07.2002, 1 с. — Раççей мисĕ (ÇХ, 1998, 48 /, 4 с.); «Мисс-Шейпинг—94» конкурс (Х-р, 16.03.1994, 4 с.); «Чăваш Ен мисĕ—2000» конкурс (Х-р, 20.06.2000, 2 с.).