митталăх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Чун хавалĕпе тата кăмăл-сипетпе (туп.) Митта Ваçлейĕ пек пулни. Сăпайлăх, чăтăмлăх, çынлăх, чунлăх. Çак сăмахсем пĕр сăмахра — митталăхра — шăранса-пĕтĕçсе конкретлăх тупрĕç. Митталăх... Мĕн тери çитмест вăл пире тепĕр чухне! Н.Исмуков, 1990, 94 с. В.Юмартăн пултарулăхĕ митталăха пуянлатрĕ, аталантарчĕ. Унăн сăввисенче Митталла кăмăл тасалăхĕ, сăпайлăхĕ, çирĕплĕхĕ, шухăш тарăнлăхĕ, чĕлхе тирпейлĕхĕ вăйлă сисĕнет. Г.Юмарт //ЧТ, 28.02.1998, 3 с.