мих - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с., кĕск. Халăха информацилекен хатĕрсем (пичет, радио, телевидени т.ыт.); массăллă информаци хатĕрĕ. «Çӳлтисем» витĕм кӳме тăрăшнă пулин те, МИХ ертӳçисем пурте вырăнтах юлчĕç. Х-р, 27.02.1997, 3 с. Раççейре МИХ енĕпе патшалăх политики нихăçан та пулман. Х-р, 2.10.1998, 1 с. — МИХ рынокĕ (Х-р, 2.10.1998, 1 с.); МИХсен рынокĕ (ÇХ, 2000, 30 /,3 с.); МИХсенче ĕçле (Х-р, 15.08.2000, 4 с.); — XXI ĕмĕрти МИХ (Х-р, 7.05.1998, 4 с.); округри МИХсем (Х-р, 20.09.2001, 1 с.); тĕнчери МИХсем (Х-р, 21.09.2001, 2 с.).