мобильник - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с., калаç. Куçăмлă телефон (туп.). Генерал, мобильник кăларса, чарăнма ыйтрĕ, «Айккинерех пăрăнăр-ха...». ПП, 2000, 7 /, 2 с. Вăл [прибор] ... арçыннăн мобильникĕ е пейджерĕ çине тивĕçлĕ сигнал яма пултарĕ. ÇХ, 2002, 6 /, 11 с. Кĕсьере мобильник пулсан мĕнле саккун кирлĕ-ха. Х-р, 25.07.2000, 3 с. — мобильникпа шăнкăравла (Х-р, 25.07.2000, 3 с.); мобильникпа калаç (ÇХ, 2003, 8 /, 11 с.).