моджахед - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Ислам идеалĕсемпе витĕнсе политика тĕллевĕсемшĕн çапăçакан çын; афган партизанĕ. Йĕри-тавра хĕç-пăшаллă моджахедсем пулнă. Х-р, 15.06.1995, 4 с. Массуд-Раббани моджахечĕсем Наджиба çĕнтерсе Кабул хулине тытса илсен [А.Дустум] вĕсене хирĕç çапăçнă. Х-р, 11.02.1997, 3 с. Вăрçăпа хавхаланнă моджахедсем хăйсене пулăшакан Исламабад çинчен мансах кайнă. Х-р, 5.10.2001, 2 с. — таджик боевикĕсемпе афган моджахечĕсем (Х-р, 4.08.1993, 2 с.; ÇХ, 2000, 14 /, 2 с.); — моджахедсен снайперĕ (Х-р, 15.06.1995, 4 с.).