монитор - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. 1. Техн. Электронлă тĕрĕслев хатĕрĕ. Монитор экранĕ çинче тӳрех [водителĕн] юнра мĕн чухлĕ алкоголь пулни палăрать. КЯ, 30.09.1990, 4 с. 2. Информ. Компьютерти информацие экран çине кăлармалли тытăм; видеодисплей (туп.). Компьютер вăййисем вара — чăн-чăн хобби. Монитор умне ларать те — хăваласа яраймăн. ÇХ, 1998, 47 /, 8 с. Автомобиль патне мониторсем йăтнă каччăсем тухса тăнă. ÇХ, 2001, 14 /, 4 с.