мунчаçă - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Мунчара ĕçлекен ятарлă çын. Шăпăр тăрса юлчĕ милĕкрен, илтерет мунчаçă пилĕкрен. С.Шавлы //К-н, 1972, 13 /, 10 с. Пĕр юлташăм манăн «Чувашия» санаторипе курорт комплексĕнче вăй хурать. Мунчаçă вăл... Тĕрĕсрех каласан, вăл — милĕкçĕ. Мунчана пыракан тетесемпе аппасене техĕмлĕ хурăн-юмансемпе ислетекен. ÇХ, 1999, 6 /, 5 с.