муэдзин - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Мечĕт тăррине (минарета) улăхса мăсăльмансене кĕлле йыхăракан — асан калакан — ятарлă çын; асанçă. Ибн Русте «пăлхарсен пысăк пайĕ ислама тытса пырать, вĕсен мечĕтсем, мăсăльман шкулĕсемпе муэззинсем пур» тесе пĕлтерет. В.Каховский, 1984, 122 с. Мечĕт тăрринчен муэдзин кĕлле чĕнет. Х-р, 18.09.1992, 4 с.~~