мэтр - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Ӳнерте (искусствăра), литературăра е ăслăлăхра палăрнă чаплă çынсене хисеплесе чĕнмелли сăмах; вĕрен-текенĕмĕр. Ку автора [Д.Гордеева] критика юлашки çулсенче мэтрсен е, урăхла каласан, вĕрентме те пултармалли ăстасен ретне кĕртнĕ ĕнтĕ. Ю.Артемьев, 1991, 94 с. Кунашкал рекорд Голливуд мэтрĕсен те пулман! ÇХ, 2000, 5 /, 5 с.~~