нарспиана - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмипе çыхăннă кăларăмсем, тĕпчевсем, пултарулăх ĕçĕсем (спектакль-сем, ӳкерчĕксем т.ыт.). Сăнлăх искусствинчи нарспиианăна К.Иванов хăй пуçарса янă. А.Трофимов //Творческое наследие К.В.Иванова. 1990, 66 с. Ку статьяра чăваш театрĕн нарспианин историйĕпе паллашас тĕллев тытрăмăр. КЯ, 25.05.1990, 3 с.