нигилизм - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.п. е наци нигилизмĔ, п.я. Тăван халăхран ютшăнни, тăван чĕлхепе культурăран юсни; манкуртлăх (туп.). Наци нигилизмĕ вара национализм пекех сиенлĕ, сăтăрлă. КЯ, 24.02.1989, 3 с. Халĕ чăваш хушшинче нигилизм хунаса кайрĕ. КЯ, 14.12.1989, 4 с. Наци нигилизмĕн чи хăрушă та сĕм-хура тапхăрĕнче ӳссе çитĕннĕскерсен ... наци туйăмĕ ыттисенчен хуçăкрах. Б.Чиндыков //П-н, 1990, 2 /, 9 с. Чăваш халăхĕ хушшинче нигилизм сарăлнă. Ăна мĕн ĕлĕкренех хăйĕн чĕлхинчен пистерме тăрăшнă. Х-р, 5.02.1997, 3 с. — наци нигилизмне пĕтер (П-н, 1990, 5 /; Х-р, 24.10.2000, 2 с.); наци нигилизмне ӳкĕте кĕрт (Д.Гордеев //В-х, 8.07.1991, 12 с.).