нисеп - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Тыткаларăшăн (туп.), хутшăну культурин çирĕпленнĕ йĕрки; йӳнлĕх, сапăрлăх, этикет. Нисĕп çуккипелен ... эп тав тума ялан манатăп. А.Юман //ТА, 1978, 3 /, 8 с. Пĕрин те çук этем нисепĕ, çӳреççĕ йытă пек урса. В.Ахун, 1990, 30 с. Сумран тухать чăваш нисепĕ, хухать Митта чĕлхин хисепĕ. Ю.Сементер, 1991, 84 с. Сĕтел çапса, сăмсаран шаккаса вăрçассăм килет те, ... чăваш нисепĕ-сипечĕ чарса тăрать. Н.Егоров //Х-р, 27.03.1997, 3 с. — нисĕпе пĕлмен этем (К.Турхан, 1976, 79 с.); нисеп лексики, пуплев нисепĕ (Н.А.Андреев — Урхи Наумĕ, 2002, 60—61 с.); — Ашмарин, IX, 29 с.