нппп - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с., кĕск. Никама пăхăнман патшалăхсен пĕрлĕхĕ; СНГ. Мускавра НПППа кĕрекен çĕршывсен оборона министрĕсем канашлаççĕ. ÇХ, 1999, 12 /, 2 с. Милици уйрăмĕсене пĕтĕмпе 103 çынна илсе кайнă, 14-шĕ НППП çыннисем. Х-р, 22.02.2000, 4 с. СССР арканнă май чылайăшĕ халь чикĕ леш енче — НППП çĕршывĕсенче. Х-р, 23.06.2000, 3 с. — НППП писателĕсем (Х-р, 2.06.1992, 1 с.).