нудист - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Хăйĕнпе пĕр шутлă çынсемпе çаппа-çарамас канакан-хĕртĕнекен (çапла майпа çутçанталăка çывăх пулма тăрăшакан) çын. Ку поселокра пурăнакан пулăçсене вара нудистсен хăйăрлăхĕ питĕ пăшăрхантарать. Х-р, 14.09.1996, 4 с. Илемлĕ тăрăхра...кӳлĕ тата нудистсен пляжĕ. ÇХ, 3.04.1998, 5 с. Сире эксгибиционист е нудист тесе калаймăн. С-х, 2001, 33 /, 4 с.