олигарх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Патшалăх влаçне, çĕршывăн политикăпа экономика пурнăçне витĕм кӳрекен çĕрме пуян. Ун [Примаков] хыçĕнче олигархсем тăмаççĕ, взяткăсем те çук. ÇХ, 1999, 13 /, 8 с. Вăл патшалăх укçине чиновниксемпе олигархсен кĕсйине куçарассине хирĕç. ХС, 1999, 17 /, 3 с. Телевиденипе радиовещание тата ... хаçатсенчен чылайăшне çĕршыври «аслă» олигархсем хăйсен аллине çавăрса илнĕ ĕнтĕ. Ч-х, 1999, 28 /, 6 с. Суйлавччен ... В.Путина ирĕклĕ, олигархсенчен ирĕклĕ политик пек кăтартма тăрăшрĕç. А-и, 2000, 1 /, 2 с. — акула-олигарх (Ч-х, 1999, 28 /, 6 с.); мăнаçлă олигарх (Х-р, 20.10.2000, 3 с.).