офтальмолог - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Куç чирĕсене тĕпчекен тата вĕсене сиплекен çын; куç тухтăрĕ. 1929 çулта офтальмологсен Пĕтĕм тĕнчери конгресне пухăннисене çĕр чăмăрĕ çинче трахома сарăлнине кăтартакан карттăпа паллаштарнă. Я-в, 1973, 11 /, 4 с. Вăл С.Федоров офтальмолог патĕнче куçне тĕрĕслеттернĕ, тен, шанăç пур-и тенĕ. Х-р, 21.02.1997, 4 с. Паян ак чаплă офтальмолога [С.Федорова] юлашки çула ăсатаççĕ. Х-р, 6.06.2000, 1 с. — ВЧС, 1971, 474 с.~~