паи - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с., кĕск. Патшалăхăн автомобиль инспекцийĕ; ГАИ (ГИБДД). ЧР Шалти ĕçсен министерствин ПАИ ертӳçи Н.Степанов. Х-р, 4.08.1993, 2 с. ПАИре ĕçлекен 37 çынна Дагестанпа Чечня чиккине, чи «вĕри» вырăнсенчен пĕрне янă. Х-р, 29.02.1996, 3 с. Авари пулнă вырăна ПАИн икĕ сотрудникĕ килнĕ. ÇХ, 2001, 49 /, 12 с. — ПАИ посчĕ (Х-р, 11.09.1996, 3 с.; ÇХ, 1999, 49 /, 4 с.); ПАИ ĕçченĕ (Х-р, 12.05.1997, 3 с.); ПАИ пуçлăхĕ (ÇХ, 1998, 42 /, 3 с.).