парапсихолог - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Ăс-тăнăн асамлă пулăмĕсене, вышкайсăр сисĕмлĕх тĕсĕсене (пуласлăха туйнине, шухăшпа витернине т.ыт.) тĕпчекен çын. Парапсихолог пекех, тăтăшах пĕр сăмаха калать поэт, «кил», «кил»... [.]. В.Абрамов, 1998, 10 с. Анастасия Семеновна парапсихолог тĕлĕксен пĕлтерĕшĕпе çыхăннă темиçе сĕнӳ парать. Х-р, 8.07.1999, 3 с. Лайăх психо-аналитик вăл — пĕр вăхăтрах психолог та, психиатр та, прсихоте-рапевт та, хăш чухне — парапсихолог та. С-х, 2000, 35 /, 1 с.