парăнманлăх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Çĕнеслĕх туртăм, пăхăнманлăх. Кун пек чухне Нинăн чун-чĕринче хавхалану тапса тăрать. Парăнманлăх çĕкленет. В.Алендей, 1986, 82 с. Çеçпĕлре пирĕн ĕмĕр пĕтмесле пуласлăх пур, парăнманлăх пур. Г.Айхи //Я-в, 1990, 9 /, 15 с. [Хаваслă] çыннăн чир-чĕре парăнманлăхĕ ӳсет. С-х, 1998, 7 /, 1 с. — парăнманлăх ялавĕ (М.Волкова, 1970, 3 с.; 1984, 3 с.); — пуçлăха парăнманлăх (В.Петров, 1985, 27 с.); никама парăнманлăх (М.Сунтал, 1990, 145 с.).