партноменклатура - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Партие ертсе пыракансен йышĕ; парти номенклатури. Экономика рынокалла ытла та хавшаккăн куçнăшăн теприсем ... партноменклатурăна айăплаççĕ. Кунта тĕрĕсси ытлашшипех. А.Леонтьев //Х-р, 21.08.1992. Конгресс делегачĕсем А.Хусанкайăн хăй вăхăтĕнче партноменкла-тура сивленĕ шухăшĕсене иккĕленмесĕр суйласа илчĕç. Х-р, 13.10.1992, 1 с. Эпир халĕ те унчченхи партноменклатура ертсе пынипе çăтмахра пурăнма ĕмĕтленетпĕр. ХС, 1999, 36 /, 2 с.