партократ - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с., сивл. Партократи йышĕнчи çын. [Б.Ельцин] ĕлĕкхи партократсен чирĕпех чирлет. А.Емельянов //Х-р, 30.06.1992, 3 с. Демократсем партократсене хирĕç кĕрешме тытăннă тапхăр... Х-р, 15.09.1992, 2 с. Чăвашла пĕр сăмах та калайман партократ валли пукан кирлĕ пулнă. Х-р, 25.12.1997, 3 с. — ĕнерхи партократ (Х-р, 24.09.1992, 2 с.); ĕлĕкхи партократ (В-х, 1992, 12 /).