пархăт - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.в. Çăра, кĕске, çемçе тĕклĕ пир; бархат. Кĕпӳ сан пултăр пархăтран! Г.Айхи, 1968, 110 с. Ма пархăт сăхманли шукăльленме пуçламĕ. Н.Теветкел //Х-р, 30.11.2000, 3 с. — пурçăн-пархăт (П.Хусанкай, 1968, 178 с.); пархăт чаршав (Т-ш, 1995, 27 /, 3 с.). — Ашмарин, IX, 116 с.