пасарçă - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Пасарта сутă тăвакан çын; пасар сутуçи. Ну-ка, пасарçăсем, кăшт хĕсĕнкелĕр-ха унта... Çула май кĕреçесемпе наçилккесем тиесе каятпăр. К-н, 1967, 3 /, 5 с. Пасар-ярмăрккă вĕревĕ... Пасарçăсем, япала илекен[сем], сăнаса çӳрекенсем. Х-р, 14.06.2000, 3 с. Ятлисем — ясарта, сумлисем — пасарта, эпир — ясар мар, пасарçă та мар. А.Т.-Ыхра, 2001, 66 с.