пахча - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ача пахчи, п.я. Шкул çулне çитмен (3—7 çулхи) ачасене ăс парса ӳстермелли учреждени; ача сачĕ, ача йăви. Ача пахчинчи е пуçламăш класри йăмăкăрсемпе шăллăрсем... ЧС, 1993, 10 кл., 41 с. Çул-йĕр кооперативĕ ача пахчи уçрĕ. Я-в, 1995, 9 /, 70 с. Ача пахчине çӳресе çĕр таран шутлама вĕреннĕ. Т-ш, 1998, 11 /, 3 с. — танл., ачасен пахчи (Егоров, 1936, 337 с.).