пăлхавăшни - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
(ПĂЛХАВИШНИ), п.с. Православи чиркĕвĕ ака уйăхĕн (апрелĕн) çиччĕмĕшĕнче паллă тăвакан Аслă уяв. Пăлхавăшни кунĕнчи çанталăк та çу мĕнле килессине тĕрĕс калать. М.Юхма, 1990, 192 с. Пăлхавишни кунĕ çил тухсан, тырă тутă пулмасть. Ç-т, 1993, 2 / [«Çутçанталăк кĕтесĕ» рубрика]. Пăлхавăшни каçĕ ăшă тăрсан, çуркунне вăраха тăсăлать. Х-р, 31.03.1994, 4 с. — Пăлхавишни каç (Х-р, 25.03.1998, 4 с.); — Ашмарин, Х, 113 с.