пăнтăхлăх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Кивĕлле хăтланни, çĕнĕлĕхрен ют-шăнни; пурнăç аталанăвĕнчен юлни. Лăпкăлăлăх, пăнтăхлăх чирĕпе минреме пуçларăмăр-ши эпир. А.Емельянов, 1990, 176 с. Романра А.Емельянов писатель административлăха, бюрократилĕхе, пăнтăхлăха çивĕч питлет. М.Ставский //Я-в, 1991, 1 /, 21 с. — ВЧС, 1971, 298 с.