песук - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.в. Хăйăр пек вĕтĕ сахăр; песок. Пĕрин алли янтă песук патне туртăнать. К-н, 1982, 1 /, 3 с. Кĕске хушăрах икĕ михĕ песук, 800 килограмм тырă ĕçлесе илтĕм. Х-р, 17.07.1992, 2 с. 80-мĕш çулсен вĕçĕнче ... пĕр кило песукшăн епле хĕпĕртенĕ. Х-р, 24.01.1996, 3 с. Пĕр литр шыва 80 грамм песук, 50 грамм тăвар ямалла... Ч-х, 1999, 14 /, 8 с. — сахăр песукĕ (Х-р, 22.04.1993, 1 с.; Х-р, 4.08.1993, 1 с.).