пехетлĕ - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Артаклă, ырлăхлă; сипетлĕ, пархатарлă. Илĕпĕр кĕтсе эпир пехетлĕ ĕмĕре. Венгри поэчĕсем. 1974, 77 с. Пехетлĕ çумăрсем тăкса çусан, çапас килет ташша — чупса тухса. В.Ахун, 1990, 114 с. Тута хĕррисем хĕрӳллĕ вакуумран вĕçерĕнеймерĕç. Пехетлĕ евĕклĕх пĕви татăлса кайрĕ. Ар, 2002, 38 /, 2 с. — пехетлĕ сывлăш (К-н, 1981, 3 /, 2 с.); пехетлĕ тапхăр (В.Энтип, 1987, 120 с.); пехетлĕ пурнăç (В.Петров, 1989, 199 с.); пехетлĕ витĕм (К-ш, 1997, 12 /, 2 с.).