пехетлĕх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Пархатар, тивлет, ырлăх. Кунашкал хăтлăхра ... паянхи тăнăç пурнăç, кил-йышри пехетлĕх çинчен шăкăл-шăкăл пуплесе ларма кăмăллăрах. В.Петров, 1989, 364 с. Ял çынни ... йĕкел пуçтарнă, эмел курăкĕсем пухнă. Çав вăхăтрах пĕтме те паман вăрман пехетлĕхне. А.Емельянов //Я-в, 1991, 7 /, 2 с.