пĕтĕçӳ - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.п. Ар çыхăнăвне кĕни; пĕтĕç(лен)ни, арлашни (туп.), çыхлашни. Ку мел мăшăрсене иккĕшне те пĕтĕçĕве пĕрешкел йĕркелесе пыма, вăя перекетлеме май кӳрет. А-и, 1992, 22 /, 5 с. Пĕтĕçӳшĕн çеç çыхăнăва кĕресси — чи çăмăл, ансат çул. ÇХ, 1998, 6 /, 5 с. Петтинг пĕтĕçӳ умĕн савăшмалли вăйă та пулма пултарать. С-х, 1998, 7 /, 4 с. — арлăх пĕтĕçĕвĕ (ÇХ, 3.04.1998, 5 с.); — пĕтĕçӳ ăшлăхĕ «амалăх умĕ» (МТВЧС, 1996, 51 с.; ÇХ, 10.04.1998, 6 с.).