пиар - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Халăх кăмăлне пĕр-пĕр çынна (йыша, пулăма) майлă е хирĕç çавăрни. Унăн ĕçĕ — пиар. Хăй вăхăтĕнче вăл «Метро» мюзиклăн пиар-менеджерĕ пулнă. ÇХ, 2001, 21 /, 8 с. «Хура технологи» е «хура пиар» ... нумайăшне кăмăла каймасть... Тĕп пултăр хура пиар! Х-р, 6.10.2001, 2 с. Пиар тени «хура» та, «шурă» та пулма пултарать. Х-р, 9.10.2003, 2 с. — танл., пиаркампани (Х-р, 16.03.2000, 23 с.); пиар-технологи (Х-р, 19.12.2001, 1 с.).