пицца - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Аш-пăш, пахча çимĕç, кăмпа турамĕсем тата сыр кĕрпекĕсем ярса, соуспа юрса пĕçернĕ пӳремеч. Театр буфечĕсенче чăваш апачĕ мар, ĕнерхи-виçĕмкунхи пицца ... сутаççĕ. Х-р, 17.12.1992, 3 с. Кам нумайрах пицца çийĕ, сăра ĕçĕ — вĕсене парне. ÇХ, 1998, 22 /, 2 с. Пицца текеннине ăнланаймарăм, чуста çине шеллесе çеç çăмарта сарри, çӳхен каснă 3—4 татăк кăлпасси, сухан хунă. Х-р, 29.05.2001, 2 с. — пицца пĕçер (ÇХ, 1999, 39 /, 12 с.; ÇХ, 2001, 33 /, 2 с.).