плей-офф - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с., спорт. Пĕр-пĕр спорт вăййине хутшă-накан командăсем юлашки тапхăрти тĕл пулусенче тухса ӳкмелле («выляса ятăн — тухса кайрăн» йĕркепе) выляни. Чемпионат вĕçленес умĕн малти тăватă вырăна палăртма вăйăсене «плей-офф» йĕркипе ирттереççĕ. Х-р, 29.10.1996, 4 с. Халĕ ĕнтĕ чемпионатра [баскетбол ăмăртăвĕнче] «плей-офф» йĕркипе вăйăсем пуçланаççĕ. Х-р, 11.04.1998, 8 с.