полиатлонист - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Полиатлон ăмăртăвне хутшăнакан спортсмен. Çăмăл атлетсемпе полиатлонистсем хавшакрах пулчĕç. Х-р, 19.09.1996, 3 с. Вăл [Ю.Федотов] Муркаш районĕнчи чи вăйлă полиатлонистсенчен пĕри шутланнă. Х-р, 4.03.2003, 4 с.